Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем матери

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем матери

Хисеплӗ хӗрарăмсем!

Сире Амӑшӗн кунӗпе саламлатăп!

Ҫак уяв пире пурнӑҫ парнеленӗ ҫынсене – хаклӑ аннесене – юратнине, хисепленине, тав тунине палӑртмалли сӑлтав. Амӑшӗ пуласси – хӗрарӑмӑн чи пысӑк тивӗҫӗ. Эсир ачӑрсене ӗмӗр тӑршшӗпе вӗҫӗмсӗр юратупа, тимлӗхпе, ырлӑхпа ҫупӑрлатӑр. Шӑпах эсир ҫемьери, обществӑри чи ырӑ йӑла-йӗркене тӗпе хурса Тӑван ҫӗршывӑн патриочӗсене, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсене ҫитӗнтеретӗр. Ӗмӗрсен тӑршшӗ амӑшӗн сӑнарӗ ырӑлӑх палли, ырӑ ӗҫсен чи ҫутӑ тӗслӗхӗ пулса тӑрать.

Ҫӗршывра амӑшӗсемпе ачисене пулӑшассине яланах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ Ачалӑх вунӑ ҫуллӑхӗн тӑсӑмӗ пек 2023 ҫул Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтертӗмӗр. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли, амӑшӗсемпе ачисене хӳтӗлемелли мерӑсене малашне те лайӑхлатса пырӑпӑр, хӗрарӑма экономикӑн кирек хӑш тытӑмӗнче те хӑйӗн вырӑнне тупма майсем туса парӑпӑр.

Хаклӑ хӗрарӑмсем, амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑшӑн, ӑнланма пӗлнишӗн, ӑс-хакӑлшӑн, тӗнчене ырӑрах тума тӑрӑшнӑшӑн пысӑк тав сире.

Пирӗн ачасем яланах сывӑ пулччӑр, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, ҫемьере хӑтлӑх тата ырлӑх хуҫаланччӑр. Ҫирӗп сывлӑх, телей, чун-чӗре канӑҫлӑхӗ, яланах чипер пулма сунатӑп.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                           Олег Николаев

Дорогие женщины!

Поздравляю вас с Днем матери!

Этот праздник - повод выразить слова любви, огромного уважения и благодарности, кто подарил нам жизнь – нашим дорогим мамам.

В материнстве заключено самое высокое предназначение женщины.  Безграничной любовью, заботой и опекой вы окружаете детей с самого рождения. Именно вы воспитываете в лучших традициях семейных и общечеловеческих ценностей достойных граждан страны, патриотов Родины.

На протяжении веков образ матери является символом доброты, идеалов добра  – всего, что нам дорого и незыблемо на свете. 

Поддержка института материнства и детства в стране всегда в приоритете. 2023 год в Чувашии мы провозгласили Годом счастливого детства, как логическое дополнение в десятилетие детства, объявленное Президентом Российской Федерации Владимиром Владимировичем Путиным.

Продолжим совершенствовать меры помощи семей с детьми, защиты матери и ребенка,  сделаем  всё для того, чтобы женщины могли самореализоваться во всех сферах деятельности.

Дорогие женщины, спасибо вам за непростой материнский труд, понимание и мудрость, умение делать мир добрее и благороднее.

Пусть ваши дети всегда будут здоровы и радуют своими успехами, а в семьях царят уют и благополучие. Желаю здоровья, счастья, душевного комфорта и неувядаемой красоты.

Глава Чувашской Республики                         Олег Николаев



27 ноября 2022
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter