Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун эпир Раҫҫей гражданӗсен прависене, вӗсен канӑҫлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлекенсене хисеп туса чыслатпӑр. Шалти ӗҫсен орга-нӗсенчи служба – пӗрре те ансат ӗҫ мар, унӑн никӗсӗнче – паттӑрлӑхпа ҫирӗп кӑмӑллӑх, тивӗҫе тата тӗрӗслӗхе мала хуни.

Эсир професси тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлатӑр, ҫав хушӑрах хӑ-юллӑ та тӳсӗмлӗ тата ҫынлӑхлӑ пулнипе палӑрса тӑратӑр. Эсир тӑрӑшса ӗҫленине пула Чӑваш Республикинче 2022 ҫулхи 9 уйӑхра ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр тата вӑтам сиен кӳнӗ тӗслӗхсен, тӗрлӗ енлӗ ҫаратусемпе вӑрланисен, ҫав шутра автотранспорта вӑрланин, хурахла тапӑнусем-пе хулиганла ӗҫсен, ҫемьери тата йӑлари преступленисен шутне чакарма май килчӗ. Преступленисене пӗтӗмӗшле уҫса парассин кӑтартӑвӗ те ӳсрӗ, ҫав шутра вӗлерӳсене, ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асаплантарнипе ҫыхӑннӑ преступленисене, хурахла тапӑнусене, коррупци мелӗпе тӑвакан преступленисемпе саккунсӑр миграци сферинчи преступленисене уҫса парасси 100 процент шайне ҫитрӗ.

Паян обществӑлла право йӗркине сыхлакан мӗн пур ҫынна служба тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн тав тӑватӑп. Преступлени тӑвассине хирӗҫ эсир пур енлӗн те ӑнӑҫлӑ кӗрешетӗр, ҫынсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшатӑр, хӑвӑр тивӗҫӗре чыслӑн пурнӑҫлатӑр.

Сире тӑнӑҫлӑхпа сывлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                      Олег Николаев

Уважаемые сотрудники и ветераны органов внутренних дел!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

В этот день мы отдаем дань уважения тем, кто защищает права граждан России, их спокойствие и безопасность. Служба в органах внутренних дел — непростая работа, в ее основе — мужество, самообладание, чувство долга и справедливости.

Вы с честью справляетесь со своими профессиональными обязанностями, проявляя при этом отвагу, выдержку, лучшие человеческие качества. В результате вашей работы за 9 месяцев 2022 года в Чувашской Республике удалось добиться сокращения числа умышленных причинений тяжкого и средней тяжести вреда здоровью, бесконтактных хищений, краж, в том числе автотранспорта, разбойных нападений, хулиганств, преступности в сфере семейно-бытовых отношений. Возросла и общая раскрываемость преступлений, в том числе достигнута 100%-я раскрываемость убийств, умышленных причинений тяжкого вреда здоровью, истязаний, разбоев, преступлений коррупционной направленности и в сфере незаконной миграции.

Благодарю всех, кто сегодня находится на страже общественного правопорядка, за добросовестную службу. Вы успешно противостоите преступности во всех ее проявлениях, помогаете людям в трудную минуту, достойно несете «честь мундира».

Желаю вам мира, здоровья и всего самого хорошего!

 

Глава Чувашской Республики                                               Олег Николаев



10 ноября 2022
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter