Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем финансиста

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствине йӗркеленӗ кунранпа 220 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Финанс служби – калама та ҫук пысӑк ӗҫ. Экономика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайри ҫулсенче те финансист пулма пӗрре те ансат мар тата ҫакӑн валли пысӑк яваплӑх кирлӗ, тӗнче шайӗнче питӗ хӑвӑрт пулса иртекен улшӑнусен вӑхӑтӗнче вара финанс менеджменчӗн пахалӑхӗ енӗпе палӑртакан требованисем палӑрмаллах вӑйланаҫҫӗ. Ҫынсен тулӑх пурнӑҫӗ тата унӑн пахалӑхӗ, патшалӑх социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫ-ласси, экономика ӳсӗмӗпе унӑн уйрӑм отраслӗсем, Чӑваш Республикин аталанӑвӗ валли ҫирӗп никӗс йӗркелесси шӑпах ҫакӑнтан килет.

Эсир тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса ӗҫленине пула республика бюджечӗ шайла-шуллӑ та ҫирӗп, унӑн тӗп кӑтартӑвӗсем кал-кал аталанӑва шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, чи малтан татса памалли тӑкак тивӗҫӗсем тулли калӑпӑшпа пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакӑ Раҫҫей Федерацине килӗштермен ҫӗршывсем ӑна халиччен пулман санкцисемпе пусарнӑ  лару-тӑрура пулса иртет.

Чӑваш Ен финансисчӗсем ачасемпе ҫамрӑксене, регионти пӗтӗм ҫынна финанс пӗлӗвӗ памалли программӑсене Раҫҫейре малтисем пулса пурнӑҫлама ты-тӑннине тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп. Ҫемье бюджетне тӗплӗн тытса пыма пултарни, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма тата ултавҫӑсенчен хӳтӗленме пӗлни – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхне тивӗҫтермелли витӗмлӗ мел.

Хӑйӗн пурнӑҫне финанс ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗплӗх, тулӑх пурнӑҫ, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, телей тата пӗтӗм лайӑххине сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны финансовой сферы!

Поздравляю вас с профессиональным праздником и 220-летием со дня образования Министерства финансов Российской Федерации!

Финансовая служба – это огромный труд. Даже в годы стабильной экономической ситуации быть финансистом отнюдь непросто и ответственно, а в условиях резких изменений в мировых масштабах требования к качеству финансового менеджмента кратно возрастают. От этого зависит благосостояние и качество жизни граждан, выполнение государством социальных обязательств, формирование устойчивой базы для экономического роста и развития нашей Чувашской Республики, ее отдельных отраслей.

Благодаря вашему добросовестному труду бюджет республики сбалансирован и устойчив, его основные параметры демонстрируют положительную динамику, в полном объеме обеспечивается исполнение всех первоочередных расходных обязательств. И это в условиях беспрецедентного санкционного давления со стороны недружественных Российской Федерации стран.

С удовлетворением отмечаю, что именно финансисты Чувашии стали первыми в России, реализующими программы финансового просвещения детей и молодежи, всех наших граждан. Умение рационально вести семейный бюджет, грамотно распоряжаться денежными средствами, защищаться от мошенников – важнейший фактор обеспечения благополучия жителей республики.

Желаю всем, кто посвятил свою жизнь финансовой работе, стабильности и благосостояния, достижения поставленных целей, счастья и всего самого хорошего!

Глава Чувашской Республики                                                                    Олег Николаев



08 сентября 2022
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter