Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с праздником Весны и Труда

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с праздником Весны и Труда

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв, унӑн тӗп паттӑрӗ хуть хӑҫан та ӗҫ ҫынни пулнӑ –  ҫӗршыв тата республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан мӗнпур ҫынна пысӑк тав сӑмахӗсем каламалли лайӑх май.

Чӑваш Еншӗн ӗҫ теми уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн халӑх питӗ  тӑрӑшуллӑ пулнине тата ӗҫе яланах тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине пурте пӗлеҫ-ҫӗ. Нумай историкпе этнограф чӑвашсен ӗҫченлӗхне, вӗсен хушшинче ӗҫ тӗл-не пӗлмесӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пулманнине пӗрре кӑна мар нацин тӗп палли вырӑнне хурса палӑртнӑ.

Пирӗн республикӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи кун-ҫул стра-ницисем ӗҫри паттӑрлӑхпа ҫырӑнса юлнӑ. Ахальтен мар кӑҫал пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – Май уявне пуҫласа «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шу-тӗнче кӗтсе илет. Пирӗн аслӑ йӑхташӑмӑрсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ чухне тылра чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориала эпир кӑҫал ҫулла Тыл ӗҫченӗн кунӗнче уҫатпӑр.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсен ӗҫри ӑсталӑхне тата яваплӑхне пула хальхи Чӑваш Енре ҫавӑн пекех экономикӑра, ял хуҫалӑхӗнче, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата ҫул-йӗр строительствинче, социаллӑ сферӑра пӗлтерӗшлӗ ул­шӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Иккӗленмелли ҫук, тулашри политика пусӑмӗ витӗм кӳнипе йӗркеленнӗ ансатах мар экономика лару-тӑрӑвӗнче те пирӗн ӗҫ коллективӗсен ҫирӗплӗхӗ тата тачӑ пӗрлӗхӗ кирек мӗнле тӗллеве те татса пама пулӑшӗҫ.

Пурсӑра та ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата сывлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                               Олег Николаев

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем весны и труда!

«Этем тени ĕҫпе паха» («Человек славен своей работой»), – говорили наши предки. Этот праздник, главным героем которого всегда был человек труда, – отличная возможность сказать огромное спасибо всем, кто честно работает на благо страны и республики.

Для Чувашии тема труда носит особый смысл. Широко известно о старательности и добросовестном отношении к труду нашего народа. Многие историки и этнографы не раз отмечали как типичную национальную черту чувашей трудолюбие, отсутствие праздности и безделья.

Героическим трудом отмечены страницы истории нашей республики в годы Великой Отечественной войны. Недаром в этом году наша столица – город Чебоксары – впервые отмечает Первомай в статусе «Города трудовой доблести». Настоящий подвиг совершили наши предки в тылу при строительстве Сурского оборонительного рубежа и Казанского обвода. Мемориал «Строителям безмолвных рубежей» мы откроем этим летом в День тыловика.

Благодаря профессионализму и ответственности жителей республики в современной Чувашии также происходят значимые изменения в экономике, сельском хозяйстве, жилищном и дорожном строительстве, социальной сфере. Нет сомнений, что и в непростой экономической ситуации, связанной с внешнеполитическим давлением, присущие нашим трудовым коллективам организованность и сплоченность помогут решить любые задачи.

Желаю всем успехов в работе, счастья и здоровья!

 

Глава Чувашской Республики                                            Олег Николаев



01 мая 2022
08:05
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter