Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем пожарной охраны

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем пожарной охраны

 Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Пушар сӳнтерекенӗн профессийӗ – паттӑр та хӑюллӑ тата вӑйлӑ ҫынсен ӗҫӗ, вӗсем вут-ҫулӑмпа хӑйсене шеллемесӗр кӗрешеҫҫӗ тата инкекре пулӑшу кӳме яланах вӑхӑтра килсе ҫитеҫҫӗ. Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем шӑпах ҫакӑн пек пахалӑхсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Пысӑк шайри ӑсталӑхӑр, пушарпа кӗрешекен подразделенисене техника енчен хальхи вӑхӑтри пушар сӳнтермелли тытӑмсемпе пуян-латни – ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне, вӗсен кил-ҫуртне  тата пурлӑхне, экономикӑпа социаллӑ сфера объекчӗсене хӳтлӗхпе тивӗҫ­термелли  шанчӑклӑ никӗс. Кӑҫал пушарсен шучӗ, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, 29,6 процент чухлӗ чакнӑ, вӗсенче ҫынсем вилнӗ тӗс­лӗхсен хисепӗ вара – 49 процент.

Чӑваш Республикинчи вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене пурне те тухӑҫ-лӑ ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп. Хисеплӗ ветерансене уйрӑммӑн саламласа тата ӑшшӑн тав туса хӑваратӑп – вӗсем хӑйсен нимрен паха опытне ҫамрӑк специалистсене параҫҫӗ.

Сирӗнтен нумайӑшне тивӗҫлипе патшалӑхӑн тата ведомствӑн чи пысӑк наградисемпе чысланӑ. Службӑри курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗрсен тӗп хаклавӗ – республикӑра пурӑнакан ҫынсен пӗтӗм кӑмӑлтан калакан тав сӑмахӗ тата сум-хисепӗ.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ кирлӗ ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене пур тӗрлӗ ырлӑх тата тӑнӑҫлӑх!

 

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                     Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны пожарной охраны!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 Профессия пожарного – удел отважных, мужественных и сильных людей, готовых самоотверженно сражаться с огненной стихией и всегда прийти на помощь. Именно такие качества отличают огнеборцев Чувашии.

Ваш высокий профессионализм, техническое оснащение пожарных подразделений современными системами пожаротушения – основа надежной защиты жизни и здоровья людей, их жилища и имущества, объектов экономики и социальной сферы. В этом году количество пожаров по сравнению с аналогичным периодом прошлого года уменьшилось на 29,6%, гибели на них людей – на 49%.

Выражаю благодарность всем огнеборцам Чувашской Республики за эффективную работу. Особые слова поздравлений и благодарности – уважаемым ветеранам, которые передают ценный опыт молодым специалистам.

Многие из вас по праву отмечены высокими государственными и ведомственными наградами. Самая главная оценка ваших достижений в службе – искренняя признательность и большое уважение жителей республики.

Желаю вам крепкого здоровья, благополучия, счастья и дальнейших успехов в нелегком, но таком нужном деле. Добра и мира вам и вашим семьям!

 

Глава Чувашской Республики                             Олег Николаев



30 апреля 2022
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter