Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем чувашского языка

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем чувашского языка

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

             Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», - тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.

            Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине ытларах сарас тӗлӗшпе ӑна «Яндекс. Куҫаруҫӑ» хутлӑха кӗртни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Республикӑри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе асӑннӑ сервис базине чӑвашла тата вырӑсла 500 пин  ытла сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе пуянлатма май килчӗ.

Нумай ҫул хушшинче пуҫласа Чӑваш Республикинчи шкулсене пӗрремӗш классем валли туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсемпе тивӗҫтертӗмӗр, вӗсем ачасене тӑван чӗлхепе калаҫма хӑнӑхма пулӑшӗҫ. Кӑҫал ҫав пособисене кашни пуҫламӑш шкулах илӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах ҫавнашкал кӑларӑмсене ача сачӗсене ҫӳрекен пепкесем валли те туса хатӗрлӗҫ.

            Республикӑн хаклӑ ҫыннисем, эсир хастарлӑн хутшӑннипе тата пӗтӗм халӑх пулӑшнипе эпир тӑван чӗлхемӗр ирӗклӗн янӑратӑр, вӑл Чӑваш ҫӗрӗн аваллӑхӗпе хальхи пурнӑҫне тата пуласлӑхне ҫыхӑнтаракан, пире тӗнчен хуть хӑш кӗтесӗнче те пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пулса тӑтӑр тесе хамӑртан мӗн килнине  пӗтӗмпех тӑвӑпӑр.

            Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                     Олег Николаев

Уважаемые жители Чувашской Республики!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

                 Родной язык имеет для нашего народа фундаментальное значение. Это выражение богатой многовековой культуры чувашей, их обычаев, традиций и истории, выражение генетического кода нашего народа. И жива будет чувашская нация, пока сохраняется наш с вами язык. «Родной язык является не только свидетельством жизненности народа, но есть именно сама жизнь народа», - говорил автор чувашской письменности великий просветитель и педагог Иван Яковлевич Яковлев.

                Для сохранения, изучения и развития чувашского языка нами реализуется отдельная программа. Активно внедряются в практику уроки в школах, организуются специализированные классы, лингвистические клубы, методические сессии и литературные вечера.

Важным с точки зрения продвижения чувашского языка стало его включение в «Яндекс. Переводчик». Благодаря усилиям инициативных жителей республики удалось пополнить базу сервиса более чем 500 тысяч фраз на чувашском и русском языках.

Впервые за много лет школы Чувашской Республики получили новые учебные пособия по чувашскому языку для первого класса, которые призваны формировать разговорные навыки. В этом году такие пособия получит вся начальная школа. Вскоре подобные издания будут подготовлены для воспитанников детских садов.

                Уверен, дорогие жители республики, с вашим участием и при поддержке всей общественности мы сделаем все, чтобы наш чувашский язык стал языком живого общения, соединяющего прошлое, настоящее и будущее чувашского края, всех нас в любой точке мира.

                С праздником!

 

Глава Чувашской Республики                            Олег Николаев



25 апреля 2022
08:01
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter