Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём матери

Хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсем тата асанне-кукамайсем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Анне сӑнарӗ чи таса та хӗрӳ юратӑвӑн, иксӗлми ырӑ кӑмӑллӑхпа ырми-канми тӑрӑшулӑхӑн сӑваплӑ символӗ пулса тӑрать. Шӑпах вӗт вӑл хӑйӗн ачисене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсене тата культура пуянлӑхне ӑса хывтарать, вӗсене ҫапла майпа лайӑх ҫын пулса ӳсме пиллет.

Ҫемье хаклӑхсене сума суни тата ҫирӗп ҫемье идеалӗсем аталанса вӑй илни пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та пысӑк пӗлте­рӗшлӗ. Ҫавӑнпа та ача амӑшӗн чыс-сумне ӳстересси, ачасем пӑхса ҫитӗнтерекен ҫемьесен пурнӑҫ условийӗсене лайӑх­­латасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшса пырасси республика правительст­вин тӗп тӗллевӗсем шутланаҫҫӗ.

Ача амӑшӗ-героиньӑсемпе нумай ачаллӑ амашӗсем, тӑлӑх ачасемшӗн тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасемшӗн тӑван амӑшӗ пулса тӑнӑ хастар чунлӑ хӗрарӑмсем, сире тӑрӑшулӑхӑршӑн, чӑтӑмлӑхӑр­шӑн тата ҫӗршыва тивӗҫлӗ граждансем пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе калама ҫук пысӑк тӳ­пе хывнӑшӑн тав тӑватӑп.

Ачӑрсем сире хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе тата ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑччӑр, яланах пулӑшса пыччӑр!

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп! Тайма пуҫ си­ре!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев

Дорогие наши мамы и бабушки!

 Сердечно поздравляю вас с Днем матери!

Образ матери по праву является символом безусловной любви, чуткости и заботы. Именно она закладывает в своих детей духовно-нравственную и культурную основы, предопределяет тем самым развитие личности.

Для всех нас важно культивировать семейные ценности и возвращать идеалы крепкой семьи. Поэтому повышение престижа материнства, создание достойных условий жизни семей с детьми, поддержка многодетных семей остаются важнейшими задачами правительства республики.

Матери-героини, многодетные мамы, женщины, ставшие родными мамами детям-сиротам и детям, оставшимся без попечения родителей, благодарю вас за ваши усилия, безграничное терпение и ваш неоценимый вклад в воспитание достойных граждан нашей страны.

Пусть дети всегда радуют вас своими победами и достижениями, в ответ дарят вам заботу и внимание!

Желаю вам доброго здоровья, счастья и семейного благополучия! Низкий вам поклон!

Глава Чувашской Республики                                    Олег Николаев

 



28 ноября 2021
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter