Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем таможенника Российской Федерации

Чӑваш Ен таможня службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Таможня ӗҫченӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ – пат­ша­лӑхӑн экономика интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Сирӗн ӗҫӗр тулашри суту-илӗве йӗркелесе тӑма, ҫӗршыври тавар туса кӑларакана тӗрев пама, шалти рынока саккунсӑр продукцирен хӳтӗлеме, бюджет ту­пӑшӗсене ӳстерме  пулӑшать.

Чӑваш Республики тӗнчери 96 ҫӗршывпа суту-илӳ тӑвать. Малтанхи хаклавпа, 2018 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тулашри тавар ҫаврӑнӑшӗн кӑтартӑвӗ 550 миллион долларпа танлашмалла, ҫакӑ пӗлтӗрхи шайран 11 процент нумайрах.

Таможня ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлени, пысӑк ӑсталӑхлӑ, яваплӑ та сыхӑ тата принциплӑ пулни таварсемпе улшӑнас­син тухӑҫлӑхне тивӗҫтерме, тавар туса кӑларакансен экспорт вӑй-халне аталантарма, регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме малалла та пу­лӑшса пырасса шанса тӑратӑп.

Чӑваш таможня посчӗн мӗнпур ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тӗл­левсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама тата Чӑваш Республикипе юратнӑ Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                   Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые ветераны и сотрудники таможенной службы Чувашии!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

На таможенных работников возложена важнейшая роль – охрана экономических интересов государства. Ваша деятельность направлена на регулирование внешней торговли, поддержку отечественного производителя, защиту внутреннего рынка от нелегальной продукции, пополнение бюджетных доходов.

Чувашская Республика поддерживает торговые связи с 96 странами мира. По предварительной оценке, по итогам 2018 года внешнеторговый оборот Чувашии составит 550 млн долларов США, что на 11 процентов больше предыдущего года.

Уверен, что верное служение Отечеству, высокий профессионализм, ответственность, принципиальность и бдительность таможенников будут и дальше способствовать осуществлению эффективного товарообмена, реализации экспортного потенциала наших производителей, повышению инвестиционной привлекательности региона.

От всей души желаю всем работникам Чувашского таможенного поста здоровья, благополучия, реализации планов и новых достижений в работе на благо Чувашской Республики и нашей любимой России!

 

Глава Чувашской Республики                                   Михаил Игнатьев



25 октября 2018
07:57
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter