Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работников дорожного хозяйства

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ку чухнехи ҫул-йӗр тытӑмӗ чылай чухне ял-хула сӑн-сӑпатне йӗркелет, тер­риторин инвестици илӗртӳлӗхӗ ҫине витӗм кӳрет. Ҫул­сем мӗн­ле­рех шай­­ра пулнипе пас­­са­жир­сем­пе ҫуран ҫӳрекенсен тата водительсен хӑрушсӑрлӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Енре ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Ҫав тӗллевсем валли отрасле миллиардшар тенкӗ­лӗх ин­вестицисем явӑҫтараҫҫӗ. Юлашки икӗ ҫулта ҫул-йӗр хуҫа­лӑх­не аталантарма 9,5 миллиард тенкӗ янӑ.

Регион территорийӗнче ҫул-йӗр строительствин пысӑк проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Федераци шайӗнчи, муниципалитетсем хушшинчи тата вы­­рӑн пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫулсерен ҫӗршер ҫухрӑм юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, кӗ­пер­семпе транспорт ункисем хута каяҫҫӗ, ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансем ҫав туса ирттернӗ ӗҫсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

Ҫул-йӗр отраслӗн ӗҫченӗсем ҫанталӑка пӑхмасӑр республикӑри ҫул-йӗр тытӑмне ҫулталӑк тӑршшӗпех йӗркеллӗн асӑрхаса тӑраҫҫӗ, унӑн хӑ­рушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Вӗсен ырми-канми ӗҫӗ ҫынсене савӑнӑҫ кӳ­рет, пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвать.

Хӑйсен опытне, пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне ҫамрӑксене пиллекен ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ветеранӗсене уйрӑм тав сӑмахӗсемпе палӑртса хӑ­варас те­тӗп.

Сире пурсӑра та пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, Чӑ­ваш Енпе Раҫҫей тата унта пурӑнакан кашни ҫын ырлӑхӗ­шӗн ҫӗнӗ тӗл­лев­сене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                     Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые работники и ветераны дорожной отрасли! 

Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником!

Современная дорожная сеть во многом формирует облик населённых пунктов, влияет на инвестиционную привлекательность территории. От состояния дорог зависит безопасность пассажиров, пешеходов и водителей.

В Чувашии много внимания уделяется развитию дорожной инфраструктуры. На эти цели в отрасль привлекаются миллиардные инвестиции. Только за два последних года на дорожное хозяйство направлено 9,5 млрд рублей.

На территории региона реализуются крупные проекты дорожного строительства. Ежегодно обновляются сотни километров дорог, строятся мостовые сооружения, развязки, благоустраиваются дворы. Жители республики высоко оценивают проведенную работу.

Работники дорожной отрасли республики круглогодично в любых погодных условиях обслуживают разветвлённую дорожную сеть, обеспечивают её безопасность. Их самоотверженный труд дарит людям радость, делает их жизнь комфортнее.

Особые слова признательности хочется сказать ветеранам дорожной отрасли, которые передают молодым опыт, знания и умения.

От всей души желаю вам крепкого здоровья, счастья, благополучия, успешной реализации новых проектов на благо Чувашии, России и каждого её жителя! 

 

Глава Чувашской Республики                     Михаил Игнатьев



20 октября 2018
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter