Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем пожарной охраны

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑн­самӑр!

Эсир суйласа илнӗ ӗҫе пурнӑҫлама пысӑк паттӑрлӑхпа хӑю­лӑх, вут-ҫу­лӑ­мӑн алха­суллӑ вӑйӗпе пӗр­ремӗш йыхравпах тытӑ­ҫӑва кӗме хатӗр пулни кирлӗ. Ҫӑлав­ҫӑ­сен пы­сӑк ӑсталӑхӗ, дисциплинӑна пӑхӑнни тата кал-кал ӗҫӗ ҫын­­­сен пурнӑҫне ҫӑл­са хӑварма, пурлӑх сыхлав­лӑхне ти­вӗҫ­­терме май парать.

Республикӑри пушар сӳнтерекенсем хӑйсен ӑсталӑхне тӑ­тӑшах ӳс­терсе пыни, халӑх хушшинче вут-кӑвартан сыхланас енӗ­пе профилактика ӗҫ­не хастарлӑн пурнӑҫлани питӗ пӗлте­рӗшлӗ. Ты­тӑм­лӑн ӗҫленӗрен юла­шки ҫулсенче Чӑ­­­ваш Енре пу­шар­сен тата вӗ­се­не пула инкек тӳс­ни­сен шучӗ па­лӑр­мал­лах чакрӗ.

Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен пысӑк опычӗ тата вӗ­сем хӑй­сен ӗҫне лайӑх пӗлни, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пӗр­-пӗрне яланах пулӑшса пыни майсӑр лару-тӑруран сыхлакан ша­н­­­чӑк­лӑ хӳтлӗх пуласса ҫирӗп­пӗн шанса тӑратӑп.

Ҫак паттӑрла профессие суйласа илнӗ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сыв­лӑх, ӑнӑҫу, ушкӑн хӑватне туйса тӑма, малашнехи ҫитӗнӳсем, вӗсен ҫе­мйи­­се­не вара – ырлӑх тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                       Михаил Игнатьев

 

 

 

Уважаемые работники и ветераны пожарной охраны! 

Примите искренние поздравления с профессиональным праздником!

Выбранная вами профессия требует большого мужества, отваги, готовности по первому зову вступить в схватку с огненной стихией. От подготовки, дисциплины, слаженности действий спасателей зависят жизнь людей, сохранность имущества.

Важно, что пожарные республики постоянно совершенствуют свое мастерство, активно проводят профилактическую работу с населением. Благодаря системной работе за последние годы в Чувашии значительно снизилось количество пожаров и их жертв.

Убежден, что большой опыт и подготовка огнеборцев Чувашии, их взаимовыручка при исполнении служебного долга будут надежным заслоном от чрезвычайных ситуаций.

От всей души желаю всем представителям этой героической профессии крепкого здоровья, удачи, командного духа, дальнейших успехов, а их семьям – благополучия и уверенности в завтрашнем дне!

 

Глава Чувашской Республики                       Михаил Игнатьев



30 апреля 2018
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter