Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем государственных символов

Хаклă ентешсем!

Сире Чăваш Республикин патшалăх символӗсен кунӗпе саламлатăп!

Патшалăх символӗсем Чăваш Ен халăхӗн нумай ӗмӗре тăсăлакан историйӗпе мăнаçланакансене, республикăна чăнласах та юратакансене, унăн историне хисеплекенсене, тăван кӗтесӗн шăпишӗн хăйӗн яваплăхне туякансене пурне те пӗрлештерсе тăраççӗ.

Наци символики чăваш культурине тата йăли-йӗркине хисеплеме хăнăхтарать, граждансене ӗçре, ăслăлăхра, культурăра, спортра тата пурнăçăн ытти сферинче çитӗнÿсем тума хавхалантарать.

Паян нацисен килӗшӗвӗ тата общество пӗрлӗхӗ, ăс-тăнпа кăмăл-сипетӗн ӗмӗртен пыракан йăлисемпе çирӗпленнӗскерсем, регионăн шанчăклă тата тăнăçлă аталанăвӗн, пирӗн граждансен пахалăхлă пурнăçӗн пӗлтерӗшлӗ условийӗсем пулса тăраççӗ.

Сире пӗтӗм чун-чӗререн килӗшÿлӗх, мĕнпур лайăххине, телей, Чăваш Ен ырлăхӗшӗн çӗнӗ ăнăçусем тата вăй-хăват сунатăп!

Тăван çӗре юратни тата республикăпа мăнаçланни пире паян та, малашне те пӗрлештерсе тăтăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ                             Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем государственных символов Чувашской Республики!

Государственные символы объединяют всех, кто гордится многовековой историей народа Чувашии, кто искренне любит республику, чтит ее историю, чувствует свою ответственность за судьбу малой родины.

Национальная символика формирует уважение к чувашской культуре и традициям, вдохновляет граждан на достижения в труде, науке, культуре, спорте и других сферах жизни.

Сегодня национальное согласие и единство общества, подкрепленные вековыми духовно-нравственными традициями, являются важным условием уверенного и динамичного развития региона, благополучной жизни наших граждан.

От всей души желаю вам мира, добра, счастья, созидательной энергии и новых успехов на благо Чувашии!

Пусть любовь к родной земле и гордость за республику сплачивают нас и сегодня, и впредь!

 

Глава Чувашской Республики                            Михаил Игнатьев 



29 апреля 2018
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter