Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём медицинского работника

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр.

Врачпа медицина сестрин профессийӗ – чӑн-чӑн чун туртӑмӗ, вӑл хӑвӑн чун ӑшшине ыттисене ним юлмиччен пама, хӗрхенӳллӗ тата хуть хӑҫан та ҫынсене пулӑшма хатӗр пулма хистет.

Ҫын сывлӑхӗшӗн, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗшӗн тӑрӑшасси – Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем.

Пирӗн граждансем лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма пултарччӑр тесе эпир сирӗнпе нумай ӗҫ турӑмӑр. Республикӑра сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмне йӗркелесе ҫитернӗ: фельдшерпа акушер пункчӗсенчен тытӑнса пысӑк технологисемпе усӑ куракан хальхи вӑхӑтри инноваци центрӗсем таранах.

Юлашки икӗ ҫулта кӑна ку чухнехи 6 поликлиника уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен тӗп хулинче пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ объект – Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусӗ – ӗҫлеме пуҫларӗ. Ядерлӑ медицина центрне тума тытӑннӑ.

Чӑваш Ен медицинине федераци шайӗнче те пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗ енӗпе республика Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъекчӗ хушшинче пиллӗкмӗш вырӑнта тӑрать.

Ҫапах та пирӗн тӗп ҫитӗнӳсем курӑмлӑрах – вӗсен шутӗнче пепкесем вилеслӗх кӑтартӑвӗн шайӗ ҫӗршывра чи пӗчӗккисенчен пӗри пулни, халӑх пурнӑҫӗн тӑршшӗ пысӑкланни, нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни.

Сире ырми-канми яваплӑ ӗҫӗршӗн, уҫӑ чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп.

Хӑйсен пӗтӗм вӑй-халне сывлӑха сыхлас ӗҫе халалланӑ тата нимрен хаклӑ пӗлӗвӗпе пуян опытне хальхи ӗҫтешӗсене паракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑварас тетӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх, телей тата пархатарлӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые работники и ветераны здравоохранения!

Примите самые искренние и тёплые поздравления с профессиональным праздником!

Профессия врача и медицинской сестры – это настоящее призвание, которое требует полной душевной отдачи, милосердия и готовности прийти на помощь людям в любое время.

Забота о здоровье человека, качестве жизни населения — основные приоритеты государственной политики Чувашской Республики.

Мы с вами сделали многое, чтобы качественные медицинские услуги были доступны для наших граждан. В республике выстроена трёхуровневая система здравоохранения, начиная от фельдшерско-акушерских пунктов до современных инновационных центров высоких технологий.

Только за последние два года открыто 6 новых современных поликлиник. В столице Чувашии введён в эксплуатацию новый высокотехнологичный объект – хирургический корпус Республиканского клинического онкологического диспансера. Начата работа по созданию центра ядерной медицины.

Медицина Чувашии получает высокую оценку на федеральном уровне. По эффективности работы системы здравоохранения республика занимает пятое место среди 85 субъектов Российской Федерации. 

Но главные достижения — это самый низкий уровень младенческой смертности в стране, увеличение продолжительности жизни населения, рост числа долгожителей.

Выражаю вам глубокую признательность за неустанный ответственный труд, открытые души и чуткие сердца.

Отдельные слова благодарности хочу адресовать ветеранам-медикам, которые отдали все свои силы здравоохранению и сейчас делятся знаниями и опытом со своими преемниками.

Желаю вам крепкого здоровья, благополучия, счастья и успехов в вашем благородном деле!

 

Глава Чувашской Республики                                    Михаил Игнатьев



18 июня 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter