Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём работников текстильной и лёгкой промышленности

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!
 
Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 
 
Чӑваш Ен ҫӑмӑл промышленноҫӗ – экономикӑн социаллӑ тӗллевлӗ тата нумай профильлӗ отраслӗсенчен пӗри. Вӑл пир-авӑрпа тир-сӑран, мамӑк тирпе атӑ-пушмак таварӗсем туса кӑларакансене пӗрлештерсе тӑрать.
       
Халӑха кирлӗ тӗрлӗ тавар туса кӑларса отрасль ӗҫченӗсем Раҫҫей рынокне хамӑр ҫӗршыври продукципе тултарас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.   
   
Эпир пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫа кирлӗ шайра аталантарма лайӑх май­сем йӗркелес, продукцие вырнаҫтармалли рынока анлӑлатас тӗлӗшпе комплекслӑн ӗҫлетпӗр. 
  
Конкуренци тупӑшӑвӗ ҫивӗчленсе ҫитнӗ лару-тӑрура отрасль предприятийӗсем таварсен ассортиментне анлӑлатаҫҫӗ, производство техноло­гине лайӑхлатаҫҫӗ. Туянакансене туллин тивӗҫтерекен таварсем туса кӑларни предприятисене ҫӗнӗ рыноксене ҫӗнсе илме пулӑшать.
 
Отрасль умӗнче паян производство калӑпӑшне ӳстерес, промышленноҫ вӑй-хӑватне сыхласа хӑварас тата пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсене ӗҫе явӑҫтарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ.   
 
Регионти пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ ӑна аталанӑвӑн ҫӗнӗ шайне ҫӗкленме пулӑшасса шанса тӑратӑп.     
    
Отрасль ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗшӗн, тӑрӑшулӑхшӑн тата хӑйсен ӗҫне парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.
 
Сире аталану, малашлӑхлӑ плансемпе шухӑшсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме, ҫирӗп сывлӑх тата иксӗлми вӑй-хал сунатӑп! 
 
 
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Михаил Игнатьев
 
 
 
 
Уважаемые работники и ветераны текстильной и лёгкой промышленности!
 
Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником!
 
Лёгкая промышленность Чувашии является одной из самых социально ориентированных и многопрофильных отраслей экономики. Она объединяет производителей текстильной, кожевенной, меховой, обувной продукции.  
        
Выпуская товары различного назначения, труженики отрасли вносят весомый вклад в насыщение отечественной продукцией российского рынка.      
     
Мы реализуем комплексные меры  по созданию условий для подъёма текстильной и лёгкой промышленности, расширению рынка сбыта продукции.      
  
В высококонкурентной среде предприятия отрасли расширяют ассортимент продукции, совершенствуют технологию производства. Выпуск изделий, отвечающих самым высоким требованиям потребителей, позволяет предприятиям завоёвывать новые рынки. 
 
Сегодня перед отраслью стоят новые ответственные задачи по увеличению объёмов производства, сохранению промышленного потенциала и привлечению в отрасль  квалифицированных кадров.    
 
Убеждён, что профессионализм и трудолюбие работников текстильной и лёгкой промышленности региона позволят ей выйти на новый уровень развития.  
        
От всей души хочу поблагодарить работников и ветеранов отрасли за добросовестную работу, старания и преданность своему делу. 
 
Желаю  процветания, успешной реализации перспективных планов и идей, крепкого здоровья и неиссякаемой энергии!  
 
 
Глава Чувашской Республики                                            Михаил Игнатьев


10 июня 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter