Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева со Всемирным днём охраны окружающей среды

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Ҫут ҫанталӑкпа килӗшӳллӗ пурӑнасси, уншӑн тӑрӑшасси – кашнин тивӗҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗпе сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен пурӑнакан вырӑнти таса тавралӑха нимӗнле тӗрлӗ ырлӑх та ылмаштарма пултараймасть. 

Ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтернӗ Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкӗ пире ҫут ҫанталӑк тупри-пуянлӑхне сыхласа упрас, унӑн ресурсӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курас ӗҫре хастартарах пулма хистет. 

Эпир ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли тытӑма ҫулсерен аванлатса пыратпӑр, экологи хутлӑхне лайӑхлатассипе тата производство сферинчи экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса паратпӑр. Коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе хальхилле усӑ курмалли, Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелли тата Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцире юшкӑна тирпейлекен комплекс тумалли пирӗн проектсене ҫӗршыври инвестици хывас ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫав тата инфратытӑм йӗркелекен ытти проектсене пурнӑҫлани республикӑра пурӑнакан ҫынсене хумхантаракан экологи ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе лайӑх кӑтартусем тума пулӑшрӗҫ. 

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене упраса хӑварма пулӑшас ӗҫе служба тивӗҫӗпе е ӑна чун-чӗри хушнипе пурнӑҫлакан, йывӑҫ-тӗм лартмалли экологи проекчӗсемпе субботниксене хутшӑнакан, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗчӗн тасалӑхӗшӗн тата кӑмӑл-сипет экологийӗшӗн тӑрӑшакан мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп. 

Ҫут ҫанталӑк пире тараватлӑн парнеленӗ сайра йышши пуянлӑха упраса хӑварассишӗн эпир малашне те хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвасси пирки пӗрре те иккӗленместӗп. 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ              Михаил Игнатьев

 

 

 

Уважаемые соотечественники!

От всей души поздравляю вас со Всемирным днём охраны окружающей среды! 

Жить в гармонии с природой, заботиться о ней – это дело каждого. Никакие блага не способны заменить здоровой среды обитания, которая влияет на качество жизни и здоровье людей.            

Год экологии в России, объявленный Президентом страны, призывает нас к активным действиям по сохранению природного богатства, рациональному использованию природных ресурсов.          

Мы из года в год совершенствуем систему природопользования, решаем актуальные вопросы улучшения экологической среды и повышения экологической безопасности производственной сферы. Наши проекты по современной утилизации твёрдых коммунальных отходов, реконструкции биологических очистных сооружений в Новочебоксарске и создании комплекса по обработке осадков на очистной водопроводной станции «Заовражная» в Чебоксарах признаны лучшими инвестиционными практиками в стране. Реализация этих и других инфраструктурных проектов позволила добиться значимых результатов в решении экологических вопросов, волнующих  наших жителей.                    

Выражаю признательность всем, кто по долгу службы или по велению души содействует сбережению природного богатства, участвует в экологических проектах по посадке деревьев и субботниках, заботится о чистоте своих помыслов и нравственной экологии. 

Убеждён, что мы и впредь будем делать всё возможное для сохранения уникальных ресурсов, которыми природа щедро одарила нашу землю.  

 

Глава Чувашской Республики            Михаил Игнатьев 



05 июня 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter