Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным днём защиты детей

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе са­ламлатӑп!

Ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑ­нать, вӑл те­лейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе ту­­лать.

Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллăрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пул­­тартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑксене тӳрре кӑлар­ма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла.

Чӑваш Ен власть органӗсем ҫамрӑк ӑру хӑйӗн вӑй-халӗпе туллин усӑ курма пултармалли майсене ла­йӑхлатса пы­раҫ­ҫӗ. Республикӑра пысӑк тавракурӑмлӑ ачасемпе тӗл­левлӗн ӗҫ­леҫҫӗ, ҫам­рӑк­сен инноваци пултарулӑхӗн центрӗсене, ача­сен технопаркне йӗр­келенӗ, шкул ачисене професси пӗлӗ­вӗ памалли тата професси суйласа илме пулӑшмалли программӑсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫла­наҫҫӗ. Ҫамрӑксене ҫарпа патриот тата ӑс-ха­кӑлпа кӑ­мӑл-сипет воспитанийӗ парасси ҫине те тимлӗн пӑхат­пӑр.

Ача сачӗсемпе шкулсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ ан­лӑланса пырать.

Ҫапах та, паллӑ ӗнтӗ, пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫите­лӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗ­сене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ыт­ти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр.

Мӗнпур ачана Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма, телейпе са­вӑнӑҫ, сывлӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланма сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Международным днём защиты детей!

С появлением детей наша жизнь преображается, становится счастливее и гармоничнее, наполняется новым смыслом.

Каждый хочет, чтобы его ребёнок был лучше и талантливее своих родителей, вырос достойным человеком, которым будет гордиться Родина. Мы должны приложить все усилия, чтобы эти надежды осуществились.

Органы власти Чувашии последовательно улучшают условия для реализации потенциала молодого поколения. В республике ведётся работа с одарёнными детьми, созданы центры молодёжного инновационного творчества, детский технопарк, реализуется программа профессиональной подготовки и профориентации школьников. Большое внимание уделяется военно-патриотическому и духовно-нравственному воспитанию молодого поколения.

Масштабные размеры приобрели строительство и реконструкция  детских садов и школ.

Но, безусловно, одних только материальных благ недостаточно. Не жалейте любви для ваших детей, своим примером научите их доброте и душевной щедрости, уважению к окружающим.

От всей души желаю всем детям любви к своей Отчизне, счастья, радости,  здоровья и взаимопонимания! 

 

Глава Чувашской Республики                                    Михаил Игнатьев



01 июня 2017
07:58
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter