Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем чувашского языка

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Чӑваш чӗлхи – пирӗн халӑх кун-ҫулне палӑртакан наци ӑс-хакӑлӗн паха еткерӗ, вӑл наци мешехисемпе йӑли-йӗркине тата патшалӑхӑмӑра сӑн­ар­лакан тӗп символ пулса тӑрать.

И.Я. Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр халалӗсене пурнӑҫласа эпир хамӑрӑн чӗлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сумне ӳстерес тӗллевпе комплекслӑн ӗҫлетпӗр, нумай ӗмӗре тӑсӑлакан тӑван культура йӑли-йӗркине малалла аталантаратпӑр.

Унпа пӗрлех тӗрлӗ чӗлхелӗхе пысӑка хурса хисеплени, Чӑваш Енре пурӑнакан тӗрлӗ халӑх чӗлхипе культури пӗр-пӗрин ҫине пархатарлӑ витӗм кӳни республика территорийӗнче тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑха сыхласа упрама пулӑшакан лайӑх май пулса тӑрать.

Эпир тӑван чӗлхене сыхласа упрас тӗлӗшпе тӑвакан утӑмсем Чӑваш Енри ытти чӗлхесене те аталанма пулӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑнланса тата туслӑн хутшӑнса пурӑнни ҫинче никӗсленсе тӑракан нацисем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ. Раҫҫейри халӑхсен наци культурине сыхласа упрасси – Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ӗҫӗнче те тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри. Ӗмӗртен пӗр ҫӗр ҫинче туслӑн та килӗштерсе пурӑнса, пӗр-пӗрин чӗлхипе культурин ырӑ витӗмне ӑша хывса эпир нумай нациллӗ пӗр пӗтӗм халӑх пулса тӑратпӑр.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                     М. Игнатьев

 

Дорогие соотечественники!
Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

Родной язык является величайшей ценностью для каждого человека. Чувашский язык – это духовное наследие, которое отражает историю нашего народа, является основным символом выражения национальных обрядов, обычаев, традиций и государственности.

Мы проводим комплексную работу по сохранению, обогащению и популяризации родной речи, развиваем многовековые культурные традиции, следуя заветам великого чувашского просветителя И.Я. Яковлева.

Вместе с тем признание и уважение языкового разнообразия, взаимопроникновение языков и культур разных национальностей, проживающих в Чувашии, являются ключом к сохранению мира и согласия на территории республики.

Шаги, которые мы предпринимаем для сохранения родного языка, содействуют языковому разнообразию в Чувашии, крепят межнациональную солидарность, основанную на взаимопонимании и диалоге. Сохранение национальной культуры народов России – один из приоритетов и в работе Правительства Российской Федерации.

Веками проживая на одной земле в мире и согласии, через взаимопроникновение языков и культур мы становимся единым многонациональным народом.

 

Глава Чувашской Республики                                    М. Игнатьев



25 апреля 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter