Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем работника культуры

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем работника культуры

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп! 

Культурӑн пуян еткерӗ, наци искусствин сайра тӗл пулакан хӑйне евӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енре пурӑнакансен таланчӗ пирӗн тивлетлӗ тӑван ҫӗрӗмӗре Раҫҫей тулашӗнче те мухтава кӑларнӑ.

Паян Чӑваш Республики ҫӗршывӑн культура центрӗсенчен пӗри шутланать тата пултарулӑх шухӑшлавне пӗтӗҫтерекен, ӑна пурнӑҫа кӗртекен сайра йышши вырӑн пулса тӑрать.

Регионта ҫуллен пиншер культура мероприятийӗ йӗркеленсе иртет. Отрасль ӗҫченӗсен ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ халӑх йӑли-йӗркине сыхласа упрама, тӑван ен культурине аталантарма, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-хакӑлпа илемлӗх хаклӑхӗсемпе туллин паллаштарма пулӑшать.

Чӑваш Ен Правительстви республикӑра пурӑнакан ҫынсене вӗсен пултарулӑх туртӑмне тивӗҫлӗн аталантармалли майсем туса парас тесе ҫине тӑрать. Кӑҫал регионта ялти темиҫе ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тата ку чухнехи кинозалсем хута каймалла. Республикӑри районсенче культурӑпа кану учрежденийӗсене тӗпрен юсас тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла пурнӑҫланать.

Культурӑпа искусство ӗҫченӗсене професси ӑсталӑхӗшӗн тата суйласа илнӗ ӗҫе парӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тата хавхалану, интереслӗ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                 М. Игнатьев

 

Уважаемые работники культуры Чувашской Республики!

Поздравляю вас с профессиональным праздником! 

Богатое культурное наследие, яркая самобытность национального искусства и таланты жителей Чувашии прославили наш благодатный край далеко за пределами России.

Сегодня Чувашская Республика является одним из культурных центров страны, средоточием творческой мысли и уникальным плацдармом для её воплощения.

Ежегодно в регионе организуются тысячи культурных мероприятий. Подвижнический труд работников отрасли способствует сохранению национальных традиций, развитию культуры родного края, приобщению молодого поколения к подлинным духовно-эстетическим ценностям.

Правительство Чувашии последовательно создаёт возможности для реализации творческих устремлений жителей республики. В этом году в регионе откроют свои двери несколько новых сельских домов культуры и современных кинозалов. В районах республики продолжатся капитальный ремонт и оснащение современным оборудованием культурно-досуговых учреждений.

Искренне благодарю работников культуры и искусства за профессионализм и преданность избранному делу. От всей души желаю крепкого здоровья, счастья, творческих успехов и вдохновения, реализации новых интересных проектов!

 

Глава Чувашской Республики                                М. Игнатьев



25 марта 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter