Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём работника уголовно-исполнительной системы

Чăваш Енри уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

  Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççейĕн айăплава пурнăçлакан федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ушкăнĕ судпа айăпланнă çынсене саккуна пăхăнса пурăнмалли пурнăçа тавăрассишĕн ырми-канми тăрăшать. 

Эсир ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, предприятисемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пыратăр. Çаксем пĕтĕмпех регионти общество тăнăçлăхне упраса хăварма витĕм кӳреççĕ, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшаççĕ.

Чăваш Республикинче пурăнакансем, харпăр хăй пурлăх хăрушсăрлăхне пысăка хурса хакланине ирĕклĕ тĕпчевçĕсем те çирĕплетнĕ.

Сире тӳрĕ кăмăллă пулнăшăн, хастарлăхăршăн, хăвăра шанса панă ĕçе професси енчен пысăк шайра, яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тăватăп.

Эсир хăвăрăн ансат мар ĕçĕрпе обществăри саккунлăхпа йĕркелĕхе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр. Чун-чĕререн сире ырлăх-сывлăх, пурнăçра хастар пулма сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                      Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые сотрудники и ветераны уголовно-исполнительной системы Чувашии!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Коллективом УФСИН России по Чувашской Республике осуществляется важная миссия обеспечения исполнения назначенного правосудием наказания, ведётся превентивная работа по противодействию появлению рецидивной преступности. Налажено эффективное взаимодействие с органами власти и правоохранительными структурами по вопросам поддержания общественного порядка.

Всё это способствует сохранению социальной стабильности в регионе. Независимые исследования подтверждают: жители Чувашии высоко оценивают свою личную и имущественную безопасность.

Спасибо вам за профессионализм и принципиальность, ответственность и верность служебному долгу. Своим трудом вы вносите весомый вклад в обеспечение торжества закона и правосудия, защиту общества от преступности. От всей души желаю вам здоровья и оптимизма, добра и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики              Михаил Игнатьев



12 марта 2017
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter