Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем профсоюзов Чувашской Республики

Чӑваш Енри профсоюз юхӑмӗн хисеплӗ йӗркелӳҫисемпе унта хутшӑнакансем! 

Сире Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Енри профсоюз юхӑмӗн кун-ҫулӗ ӗҫ рынокне цивилизациллӗ майпа йӗркелес, ӗҫ ҫыннин прависене хӳтӗлес ӗҫре профсоюзсем паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнине ӗненмелле ҫирӗплетет.

Паян республикӑри профсоюз организацийӗсен ретӗнче – 100 пи­не яхӑн ҫын. Асӑннӑ пӗрлӗх регионти чи пысӑк йышлӑ общество организацийӗ шутланать.

Социаллӑ ӗҫтешлӗхе аталантарнӑ май профсоюзсем патшалӑх влаҫӗпе тата ӗҫ паракансемпе пӗрле ӗҫ ҫыннине социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерме тата предприятисемпе организацисен экономика тухӑҫ-лӑхне ӳстерме палӑртаҫҫӗ.

Пӗрле татса памалли тӗп ыйтусен шутӗнче – тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи, производствӑра хӑрушлӑхсӑр ӗҫ условийӗсене йӗркелесси, ӑсталӑха пы­сӑклатасси, корпоративлӑ культурӑна аталантарасси, ӗҫ хутшӑнӑвӗсене саккун ыйтнӑ пек йӗркелесси тата ӗҫченсене хумхантаракан ытти ыйтусем.

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тата пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас, обществӑри ҫирӗплӗхе сыхласа упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн профсоюз юхӑмӗн ертӳҫисемпе хастарӗсене тата членӗсене чунтан тав тӑватӑп.

Сире умри тӗллевсене пурнӑҫлама ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-халпа хастарлӑх, Чӑваш Енпе унӑн ҫыннисен ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ӑнӑҫусем тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп. 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                             О.Николаев

 

Уважаемые организаторы и участники профсоюзного движения Чувашии!

Поздравляю вас с Днем профсоюзов Чувашской Республики!

История профсоюзного движения в Чувашии подтверждает его особую роль в организации цивилизованного рынка труда, защите прав трудящихся.

Сегодня в рядах профсоюзных организаций республики – около 100 тысяч человек. Это самая многочисленная общественная организация региона.

В рамках развития социального партнерства профсоюзы вместе с государственной властью и работодателями нацелены на обеспечение социальной защищённости работников и достижение экономической эффективности предприятий и организаций.

В центре совместных усилий — достойная заработная плата, обеспечение безопасных условий на производстве, повышение квалификации, развитие корпоративной культуры, легализация трудовых отношений и другие вопросы, волнующие трудящихся.

Искренне благодарен всем руководителям, активистам и членам профсоюзного движения за вклад в социально-экономическое развитие Чувашской Республики, повышение качества жизни и сохранение социальной стабильности.

Желаю вам крепкого здоровья, энергии и энтузиазма в достижении поставленных целей, благополучия и дальнейших успехов в работе на благо Чувашии и её жителей.

 

Глава Чувашской Республики                                             О. Николаев

 



07 сентября 2021
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter