Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем машиностроителя

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Республикӑн машинӑсем тӑвакан комплексӗ 600 яхӑн предприятие пӗрлештерет тата регион экономикин аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Отрасльте хӑйсен ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑстисем вӑй хураҫҫӗ, вӗсем ҫӗнӗ технологисене ӑнӑҫлӑ алла илеҫҫӗ, таварсен йышне ҫӗнетеҫҫӗ, туса кӑларакан продукци пахалӑхне лайӑхлатаҫҫӗ, производство калӑпӑшне ӳстереҫҫӗ.

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ветеранӗсене, ҫамрӑк ӗҫтешӗсене хӑйсен паха опытне, пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне параканскерсене, уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп. Ҫамрӑксем сирӗнтен  пӗтӗм лайӑххине йышӑнаҫҫӗ, республикӑпа ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ!

Сире пӗтӗм чунтан ӑнӑҫусем, интереслӗ проектсем тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                 Олег Николаев

 

 

Уважаемые работники и  ветераны машиностроительного комплекса Чувашии!

Поздравляю вас с праздником!

Машиностроительный комплекс республики объединяет около 600 предприятий и играет важную роль в развитии экономики региона.

В отрасли трудятся профессионалы своего дела, которые успешно осваивают новые технологии, обновляют ассортимент, повышают качество выпускаемой продукции, увеличивают объемы производства.

Особые слова признательности – ветеранам машиностроительной отрасли, которые передают молодым коллегам свой опыт, знания и умения. От вас молодежь перенимает всё лучшее, учится трудиться на благо республики и страны!

От всей души желаю вам успехов, интересных проектов и новых достижений! 

 

Глава Чувашской Республики                                      Олег Николаев



27 сентября 2020
08:00
Поделиться
Заметили ошибку в тексте?
Выделите её и нажмите Ctrl+Enter